Кĕçĕн Патрекел
20-мĕш çулсен вĕçĕ тата 30-мĕш çулсен пуçламăшĕ. Çĕршывра индустриализаципе коллективизации анлă сарăлса пынă май, патшалăх органĕсем умне патшалăх аппаратне ĕççыннисем патне çывхартас ыйту тухса тăнă. ВКП(б) обкомĕпе партин облаçри контроль комиссийĕн пĕрлехи пленумĕ тата Чăваш АССР-ĕнчи Советсен 2-мĕш съезчĕ уэссемпе вулăссене пĕтерме йышăннă. Çакна ВЦИК Президиумĕ 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче ятарлă йышăнупа çирĕплетнĕ. Вара 5 уеспа 53 вулăс вырăнне 17 район туса хунă. Çав шутра Кĕçĕн Елчĕк районĕ те йĕркеленнĕ. Центрĕ - Кĕçĕн Елчĕк.
Аслă Елчĕкпе Аслă Таяпа хушшинче вăрман кашласа ларнă. Унти йывăçсене тĕплесе акма юрăхлă çĕрсем тунă. Çав çĕрсене тивĕçнĕ ялсемкилсетырă аксатăнă.
1928 çулхиапрелĕн 2-мĕшĕнчеЕлчĕкрайонĕнчиПатрекелялĕнченуйăрсапанă çĕр çинешăпатухнă çынсемкуçсаларматытăнаççĕ. Малтан виçĕ çемье куçса килнĕ: Владимир Арбузов, Фома Бартасов, Никифор Мурзин. Хĕл каçнă хыççăн, 1929 çулта, Капитон Кузнецов, Христофор Мурзин, Ефим Петров, Николай Ефимов, Николайпа Иван Каринкинсем, Степан Блинов, Николай Пчелов, Петр Бартасов, Федор Бартасов, Василий Черкасов, Константин Лапшов, Константин Иванов - пурĕ 17 хуçалăх куçса килнĕ. Çапла вара Кĕçĕн Патрекел ялĕ пуçланса кайнă.
Ял çырмаллă вырăнавырнаçнă. Унăн çумĕнчи çырмара 3 пĕве. Кашнипĕверехачасемпулă тытаççĕ, шывакĕреççĕ.
КĕçĕнПатрекел çĕрĕнче çырмасемнумай. Çак çырмасемтăрăхялхалăхĕнвыльăхĕсем çÿреççĕ. КĕçĕнПатреккелялĕн çÿрçĕренче Çĕнĕ Тÿскел, хĕвелтухăç енчеПетровкаялĕ вырнаçнă. КăнтăренченТаяпаЭнтри, хĕвеланăç енченКĕçĕнТаяпаялĕсен çĕрĕсемпечикĕленсетăрать. Ялтанинçехмарпĕчĕквăрманкашласаларать.(Ēлĕкех ăна «КĕçĕнТаяпавăрманĕ» тенĕ). Ялхалăхĕ вăрманамăйăр, кăмпапа çырлапухма çÿреççĕ. Кĕркуннепÿрттăрринехума, выльăхсене çитерме çулçă пухаççĕ.
Ēлĕккашни çулахвăрманаял çамрăкĕсемвăйă пуçлама (Çимĕкре) тата (Питравра) çÿренĕ. Вăрмантаколхозăнакатуйĕ иртнĕ.
КĕçĕнПатреккел - илемлĕ ял. Урамăникĕ енчете ĕлĕкйăмрапатопольлартса ÿстернĕ. Аякранялпĕчĕквăрманпеккурăннă. Халĕ çакйывăçсене касса çимĕç параканйывăçсемлартнă. Çуркуннеурамшап-шурă чечекре.
Куçсакилнĕ чухнепурĕ 97 çын, вĕсенчен ĕçлемепултаракан – 56, 41 ачапулнă.
«Кĕçĕн Патреккел» колхоз
1929 çулта пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркеленнĕ. Ăна «Кĕçĕн Патрекел» ят панă. Куçса килнĕ чухне 17 лаша, 15 ĕне пулнă. Çапла вара машинăпа ĕçлекен юлташлăх туса хунă. Унăн малтанхи председателĕ пулма Петр Кириллович Бартасова çирĕплетеççĕ. 1930 çулхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне ялхуçалăх артелĕн уставĕ çине куçаççĕ. Колхозăн 220 гектар çĕр пулнă. Ыраш, тулă, урпа, сĕлĕ, вика, хуратул, вир, пăрçа, ясмăк акса туса илнĕ. Вăл вăхăтра кантăра та килĕштернĕ. Тырра çурлапа та вырнă, ыраш кĕлтисенчен çĕмел, çурхи тырăсенчен сурат тунă. Вĕсене лашапа йĕтеме турттарса капана хывнă. Малтанлăха мĕнпур ĕçсене алă вăйĕпе пурнăçланă. Ял халăхĕ питĕ тăрăшса ĕçленĕ. Кăнтăрла хирте тырă вырнă. Каçхине 11 сехетчен кăштах выртса каннă. Вара ирхине 4 сехетчен йĕтемре ĕçленĕ. Хĕрарăмсем тăпачăпа тĕштырă çапнă. Ыраша акма хатĕрленĕ. Çапнă кĕлтесене капана хывнă. Тыррисене сăвăрса кĕлете кĕртнĕ. Малтанлăха нимĕнле техника та пулман. Каярахпа колхоза районтан 3 жнейка, плугсем, сÿресем панă.
Партипе Совет органĕсем колхозсене тĕреклетме тăрăшнă. Тунă йăнăшсене тÿрлетнĕ. Колхозра ĕне, сысна, сурăх, чăх фермисем пулнă. Ēне фермин заведующийĕ пулса Мария Блинова тăрăшнă. Колхозри 8 ĕнене хăех сунă, çуне патшалăха панă.
Чăхсене Фекла Блинова пăхнă. Тепĕр чухне ăна Анфиса Пчелова та пулăшнă. Кайран чăх фермине пĕтереççĕ.
Кăткăс мар хуçалăх техникипе ĕçлеме лашан туртăм вăйĕпе усă курнă. Лашасене Николай Пчеловпа Федор Бартасов пăхнă.
Колхозниксем ырми-канми ĕçленĕ. Уйри тырпула тирпейлĕ, вăхăтра пухса патшалăха сутмалли плана тултармалла пулнă. Колхоз хăйĕн чысне яланах пурнăçласа парнесем илме тивĕçнĕ.
1935 çулта районти колхозсем çĕнĕ устав йышăннă. Вĕсене çĕрпе ĕмĕрлĕх усă курмалли актсем панă. Вĕсенче усă куракан çĕрсен чиккисене палăртнă.
Çуракине пысăк пахалăхпа ирттерме, тырпула кĕске вăхăтра тăкаксăр пухса кĕртме, патшалăх умĕнчи парăмсене срокчен ирттерсе пурнăçлама пысăклатнă социализмла обязательствăсем илнĕ, ăна пурнăçлама ырми-канми ĕçленĕ. Вăл вăхăтра «Кĕçĕн Патреккел» колхозĕ Каркалар ял Советне кĕнĕ. Ял Совет председателĕ Иван Николаевич Каринкин пулнă. Вăл ĕçе тирпейлĕ пурнăçланă, тăрăшса ĕçлекенсене хисепленĕ, ыттисенчен çирĕп ыйтакан, тăрăшуллă ертÿçĕ пулнă.
1935 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче Чăваш АССР-не Ленин орденĕпе наградăланă. Çурхи ĕçсене лайăх пахалăхпа ирттернĕшĕн республикăна пысăк награда панă ятпа Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕнче, «Комбайн» колхоз улăхĕнче, республикăри акатуя ирттернĕ. Республика руководителĕсем колхоз строительстивинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавсем, пысăк парнесем панă, унсăр пуçне ĕçре малта пыракансене самолетпа ярăнтарса кăтартнă. Ку тивĕçе пирĕн «Кĕçĕн Патреккел» колхоз председателĕ Петр Кириллович Бартасов та тивĕçнĕ. Ăна çавăн пекех парнесем панă.
Малтанах колхоз правленийĕн хăйĕн çурчĕ пулман. Çавăнпа вăхăтлăха уйрăм çын патĕнче ĕçлеме тивнĕ. Василий Черкасовăн 2 çурт пулнă. Вĕсем пĕринче çеç пурăннă. Пушă çуртĕнчен правлени çурчĕ тăваççĕ.
Колхоз нумай пусăллă уйсем çине куçнă. Сортлă вăрлăх хатĕрлесе акнă, ăна яровизациленĕ. Кĕрхи çĕртме тăвасси йăлана кĕрсе пынă. Çураки тата тырпул пухас кампанине тĕплĕн хатĕрленнĕ. Колхоза çулсерен ялхуçалăх техники килсе тăма пуçланă, выльăх-чĕрлĕхсенчен ытларах лашасене тăрăшса пăхнă. Лашасем - колхозра тĕп ĕç вăйĕ. Вĕсем Хĕрлĕ Çара та кирлĕ пулнă.
Колхоз, ял аталанса, ÿссе сарăлса пынă. Кирилл Петрович Бартасов ашшĕ килĕнчен уйрăлса тухса ял хĕррине çурт лартать. Николай Михайлович Пчелов Черкасовсен пушă çурчĕ вырăнне çурт лартса çемйипех уйрăлса тухать. Тĕп çурта аслă ывăлне – Демьян Николаевич Пчелова хăвараççĕ. Петровка ялĕнчен Михаил Выйгетов Кĕçĕн Патреккелне хăйĕн çемйипе ял хĕррине куçса ларать. Кĕçĕн Патрккелĕнче пурăнма пуçлать.
Правлени çурчĕ çумĕнче ферма пÿрчĕ пулнă. Элкел ялĕнчи Шефидулла Хамидуллин колхоз кĕтĕвĕсене кĕтме тесе килет, çак ферма пÿртĕнче пурăнма пуçлать. Çапла вара ялта 21 кил пулать. Кайран Хамидуллин Элкел ялĕнчен çурт-йĕрне куçарса яланлăхах кунта пурăнма пуçлать.
Колхозра бригадирсем улшăнсах тăнă - Николай Николаевич Пчелов, Антон Ксенофонтович Блинов, Николай Николаевич Каринкин ĕçленĕ.
Колхозра счетовод пулса Владимир Иванович Арбузов, Иван Иванов (Таяпа Энтрисем), Евстигней Иванов ĕçленĕ.
Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче
(1941-1945 çулсем)
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем Совет Союзĕ çине вăрă-хурахла, систермесĕр килсе тапăннă. Ялти вăйпитти çынсене вăрçа илсе тухса каяççĕ. Яла хĕрарăмсемпе ачасем çеç тăрса юлаççĕ. Пур çĕрте те ĕç вăйĕ çитмен. Ēçсене алă вăйĕпе анчах пурнăçланă. 1942 çулта тырăсем кĕске ÿснĕ. Кĕçĕн Патреккелĕнчи колхозниксем тулла алăпа çăлнă. Тула арманта авăртса хăпарту пĕçерсе çинĕ.
Ялта арçынсем фронта тухса кайнипе вĕсен вырăнне шкул ачисем йышăннă. Аслă классенче вĕренекенсем çĕрне - кунне пĕлмесĕр уй-хирте, йетемсенче ĕçленĕ. Кĕçĕнрех çулхи ачасем фронтри салтаксем валли ăшă тумтир, алсиш, чăлха пухма хутшăннă. Çулла çум çумлама, кĕркунне чĕкĕнтĕр, çĕрулми кăларма пулăшнă. 6-7 классенче вĕренекен ачасем вăкăрсене кÿлме вĕрентнĕ, мĕншĕн тесен лайăх лашасене фронта илсе кайнă. Шкулсенче вутă хĕсĕккипе сивĕ пулатчĕ. Шкула вутă вăкăрпа турттарнă.
Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче «Пĕтĕмпех фронтшăн - пĕтĕмпех çĕнтерÿшĕн» лозунгпа ĕçленĕ.Çав вăхăтрах Оборона комитечĕн заданийĕсене пурнăçлама та вăй çитернĕ. Вăрçă пуçланнă çулхи хĕлле Улатăр районĕнче, Сăр юханшывĕн шăн çыранĕсене чавса укрепленисем тунă. Вĕсене тума 1941 çулта Констанин Иванов, Анна Бартасова, Иван Пчелов, Нина Каринкина, Николай Каринкин, Анастасия Петрова, Ефим Петров, Алексей Кузнецов, Егор Пчелов, Александр Черкасов, Сабир Хамидуллин хутшаннă.
1942 çулта Чĕмпĕрпе Сĕве хушшиче чугун çул хывма пулăшма Кĕçĕн Патреккел ялĕнчен Николай Ефимов, Вера Мурзина, Иван Каринкин кайнă.
1947 çулта 45 колхознике «1941-1945 çулсенчи аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсем парса чыс тунă. Вăл вăхăтра колхоз хăйĕн планĕсемпе заданийĕсене вăхăтра пурнăçласа пынă. Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче те Фома Бартасов колхоза ăнăçлă ертсе пынă, ăна юхăнса кайма паман.
Ял çынни вăрçа çĕнтерÿпе вĕçлесе, пурнăç тÿрленессе шанса пурăннă. Çавăнпа Оборона фондне бронепоездсем, самолетсем, танксем тума юлашки укçине хывнă, вăрçă заемне çырăннă, лотерея вылявне хутшăнса патшалăха пысăк пулăшу кÿнĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче ĕç нормисене пысăклатнă. Çулталăкра çитĕннисем 100 ĕç кунĕ вырăнне 150 тумалла пулнă, 12-16 çулхи ачасен те 50 ĕçкунĕ ĕçлесе илмелле пулнă.
Фронтовиксен, нумай ачаллă, эвакуаципе килнĕ çемьесем, вăрçă инваличĕсем çине тимлĕх уйăрассине патшалăх пысăк вырăна хунă. Унашкал çемьесене райсовет ĕçтавкомĕ çирĕп шута илнĕ. Çар çыннисене тата эвакуаципе килсе пурăнакансене бюджетран та, патшалăхăн ятарлă фондĕнчен те тÿлесе тăнă. Кĕçĕн Патреккелĕнчи яла эвакуаципе 4 çемье килнĕ. (Ленинградран, Мускавран 2-шер çемье).
Колхозниксен çурлисене шăллатма, çависене туптама, йывăç сÿресем тума çын кирлĕ пулнă. Кунта вара ватă ăста Капитон Кузнецов палăрнă. Вăл мĕн виличченех çав ĕçре ĕçленĕ. Унăн ĕçне ывăлĕ - Алексей Кузнецов, Иван Иванов малалла тăснă. Вĕсем çак ĕçре мĕн пенсие тухичченех ĕçленĕ.
Кĕçĕн Патреккел ялĕнчен 23 çын вăрçа тухса кайнă. Вĕсенчен 10-шĕ вăрçă хирне выртса юлнă, хăшĕсем хыпарсăр çухалнă. Вăрçăран таврăннисенчен 10-шĕ йывăр сурана, чире пула нумай пурăнайман, часах вилнĕ.
Ялти шкул пурнăçĕнчен
1930-мĕш çулта Черкасовсен пушă çуртĕнче хут пĕлменнисене Никандр Консантинович Консантинов вĕрентнĕ. Тепĕр çултан çак çуртрах 1-мĕш класа вĕренме 1922-1924 -мĕш çулсенче çуралнă 10 ачана илеççĕ. 1932-мĕш çулта Н.Консантинова Кĕçĕн Таяпана куçараççĕ. 2-мĕш класри ачасене вĕрентме Акчел ялĕн çынни Алексей Павлович Крылов килет. Çав вăхăтрах 1-мĕш класа 9 ачана вĕренме илеççĕ. 1934- мĕш çулта Алексей Павловича урăх яла куçарнă хыççăн Кĕçĕн Патрекелне Владимир Иванович Арбузовпа Акулина Павловна Павлова килеççĕ. Акулина Павловна 2 çул анчах вĕрентет, унтан ăна Елчĕкри комсомол райкомĕн секретарĕ пулса ĕçлеме илеççĕ. Ун вырăнне Михаил Егорович Егорова яраççĕ. 1936- мĕш çулта 1 класра 24 ача вĕренеççĕ. Кĕçĕн Патреккел ялĕнчи пуçламăш шкула пĕтернĕ ачасем малалла пĕлÿ пухма Каркаларти 7 çул вĕренмелли шкула çÿреççĕ. М.Егорова 1940- мĕш çулта Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Кĕçĕн Патреккелне вĕрентме Иван Дмитриевич Федотова яраççĕ. Вăл нумаях ĕçлеймест, часах унăн та Хĕрлĕ Çара службăна тухса кайма тивет. Кĕçĕн Патреккел ялĕнчи шкула Полина Ивановна Галкина килет.
Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче 1942- мĕш çулта, В.Арбузов та вăрçа тухса каять. Владимир Иванович çапăçура паттăрла вилĕмпе вилет.
Шкулсенче учительсем çитмен пирки 1942- мĕш çулхи август уйăхĕнче çак çул X класран вĕренсе тухнă хĕрачасене пухса РОНО педагог ĕçне вĕрентет. 2 эрне вĕреннĕ хыççăн çамрăк хĕрсене ялти шкулсене яраççĕ.
1942- мĕш çулта Мария Егоровна Егорова Кĕçĕн Патреккелне вĕрентме килет. Ун чухне Полина Ивановна Галкина шкул заведующийĕ пулса ĕçленĕ.
Полина Ивановна Галкина 1917- мĕш çулта Кармал ялĕнчи хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăл Патăрьелĕнчи педучилищине пĕтернĕ. Малтан 2 çул Кивĕ Эйпеçре, унтан 3 çул Лаш Таяпара 1-4- мĕш классенчи ачасене вĕрентет. 1941- мĕш çулта Кĕçĕн Патреккел ялĕнчи пуçламăш шкула килет, 1983- мĕш çулчченех ĕçлет. Ялти комсомол организацийĕн, каярахпа партин пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулса тăрăшать. Вăл ялта докладсем, лекцисем час-часах ирттернĕ. Колхоз ĕçĕсене те хутшăннă. Хăйĕн мăшăрăпе Алексей Николаевич Каринкинпа 5 ача пăхса ÿстернĕ.
Полина Ивановнăна 47 çул хушши çамрăк ачасене вĕрентсе ĕçре вăй хунăшăн тĕрлĕ медальсем парса чыс тунă. Вĕсен шутĕнче: «1941-1945 çулсенче Аслă Аттелĕх вăрçин вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ēçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май», «Ēç ветеранĕ» медальсем.
Полина Ивановна Галкина 1996- мĕш çулхи январĕн 13-мĕшĕнче чирлесе вилет.
Мария Егоровна Егорова Ēнел ялĕнче 1924- мĕш çулхи мартăн 8-мĕшĕнче хресчен çемьинче çуралнă. Ялти шкула пĕтерсен Елчĕкри вăтам шкула вĕренме кĕнĕ. 1941- мĕш çулта X класри ачасем экзамен тытса пĕтерсен вăрçă пуçланни çинчен хыпар сарăлнă. Вĕренсе тухнисем савăнăçлă каçа пухăнайман. Арçын ачасенчен чылайĕшне тÿрех фронта илсе кайнă. 30 çул иртсен тин вĕсем пĕрле пухăннă.
1942- мĕш çулхи августăн 15-мĕшĕнче Мария Егорова ачасене вĕрентме килет. Кĕçĕн Патреккелĕнче 1951- мĕш çулччен ĕçлет. Çав вăхăтрах шкулсенчи ачасен шучĕ сахал пирки районта 75 учитель ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлать.
Мария Егоровнăна Çÿткÿлти çичĕ çул вĕренмелли шкула 1-2- мĕш классенчи ачасене вĕрентме яраççĕ. Пĕр çул ĕçленĕ хыççăн киле çÿреме аякра пулнине шута илсе, Мария Егоровнăна Аслă Таяпари вăтам шкула аслă пионервожатый пулма уйăрса лартаççĕ. 4 çул ĕçленĕ хыççăн каллех Кĕçĕн Патреккелĕнчи пуçламăш шщкула вĕрентме килет. Ку вăхăтра Кĕçĕн Патреккел шкулĕ Каркаларти 8 çул вĕренмелли шкулăн филиалĕ шутланса тăнă. 1975- мĕш çулта каллех, ача шучĕ сахал пулнă пирки Каркаларти 8 çул вĕренмелли шкула вĕрентме куçараççĕ. Унта вăл 1984- мĕш çулччен ĕçленĕ, кайран каллех Кĕçĕн Патреккелĕнче 3 çул ачасене пĕлÿ панă. Пĕтĕмпе 44 çул хушши ачасене вĕрентес ĕçре вăй хунă. Мария Егорова хăйĕн мăшăрĕпе, Никандр Николаевич Пчеловпа, 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, ÿстернĕ. Мария Егоровна тĕрлĕ ĕçре хутшăнса ĕçленĕ: агитатор, «Боевой листок» стена хаçачĕн редакторĕ, комсомол организаторĕн секретарĕ, пионервожатăй. Хĕллехи вăхăтра шкулта, правлени çуртĕнче концертсем хатĕрленĕ.
М.Егоровнăна «1941-1945 çулсенче Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «1941-1945 çулсенче Аслă Аттелĕх вăрçинче çĕнтернĕренпе 50 çул çитни», «Ēç ветеранĕ» медальсем парса чыс тунă. Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн Президиумĕ 1970-мĕш çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче кăларнă Указпа Мария Егоровна Егоровнăна хуçалăхпа культура строительствинче активлă ĕçленĕшĕн тата ĕçре çĕтĕнÿсем тунăшăн Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине панă.
Вăрçă вăхăтĕнче кивĕ çуртран туса лартнă шкулта юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Çакна тума «Кĕçĕн Патреккел» тата «Петровка» колхозсем пулăшнă. 1945- мĕш çулта юсаса пĕтернĕ. Ачасем шкула тирпейлĕ çÿренĕ, тăрăшса вĕреннĕ. Асар-писер çанталăкра вĕсене килĕсене ăсатса янисем те сахал мар пулнă.Тетрадьсем çитмен, журналсене те вăрçă вăхăтĕнче хутран çĕлесе тунă. Шкула Шупашкартан та, районтан та килсе инспекторсем тĕрĕсленĕ. Ачасем тĕрлĕ кружоксене, конкурссене, викторинăсене хутшăннă. 1947- мĕш çулта Василий Блинов, Владимир Пчелов, Владимир Скворцов ĕçĕсене Шупашкара ярса панă. Вĕсем ÿкерчĕксем ÿкерекен республикăри конкурсĕнче 3-мĕш вырăна тухнă.
1960- мĕш çулта шкул çурчĕ кивелнипе çĕнĕрен 2 класлă шкул çуртне тунă.
1987-1996- мĕш çулсенче шкулта Светлана Петровна Осипова (Мурзина), Светлана Алексеевна Кошкина (Морозова) ĕçленĕ. Ун хыççăн вĕренекенсем сахал пулнипе шкула хупнă. Шкулти мĕнпур япаласене Каркаларти сакăр çул вĕренмелли шкула илсе кайнă.
Вăрçă хыççăнхи çулсем
1950- мĕш çулта пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе пысăклатас юхăм сарăлнă. «Кĕçĕн Патреккел», «Çĕнĕ Тÿскел», «Петровка» колхозсене пĕрлештерсе Кутузов ячĕпе хисепленекен колхоз тунă. «Кĕçĕн Патреккел» çĕрĕ 220 гектар, «Петровка» колхоз çĕрĕ - 180 гектар, «Çĕнĕ Тÿскел» колхоз çĕрĕ 150 гектар пулнă. Колхоза ертсе пыма Илья Кириллович Кириллова шанаççĕ. Бригадир пулса Алексей Каринкин, счетовод пулса Мария Капитоновна Скворцова тăрăшаççĕ. Правлени çурчĕ Кĕçĕн Патрекелĕнче пулать. Колхозсенчи фермăсене те пĕрлештереççĕ. Вĕсенче ĕçлекенсем пурте Кĕçĕн Патрекелĕнчи фермăна куçаççĕ. Фермăра заведующи пулса Иван Пчелов тăрăшнă. Вăл вăхăтра сыснасене Лидия Бартасова, Лидия Блинова, Елизавета Беляева, Мария Беляева пăхнă.
1952- мĕш çулта Каркаларти «Правда» колхозпа Кутузов ячĕпе хисепленекен колхоза каллех пĕрлештереççĕ. Колхоза «Восток» ят парççĕ. Ăна ертсе пыма Иван Михайлович Пирогова суйлаççĕ. Вăл вăхăтра ял Совечĕн председателĕнче Сергей Никитич Алатырев ĕçленĕ. Счетовод Мария Капитоновна Скворцова пулнă. Унтан М.Скворцова Аслă Таяпари вăтам шкула делопроизводитель пулма куçать. Ун вырăнне Николай Кириллович Бартасов ĕçлет.
«Восток» колхоз икĕ бригадăран тăнă. «Восток» колхозăн акăнакан çĕрĕ 1104 гектар, пĕтĕмĕшле çĕр 1204 гектар пулнă. 2-мĕш бригадăна Кĕçĕн Патрекел, Çĕнĕ Тÿскел, Петровка ялĕсенче ĕçлекенсем кĕнĕ. Вăл вăхăтра бригадăра ĕçлекенсем нумай пулнă.
Владимир Ефимович Петров салтакран таврăннă хыççăн Кĕçĕн Патреккелĕнче кладовщик пулса ĕçлеме пуçлать. Унтан Владимир Петрова Кĕçĕн Таяпа ял Совечĕн председателĕ пулма шанаççĕ.
1960-мĕш çултан пуçласа колхоз председателĕсем улшăнсах тăнă. Иван Михайлович Пирогов хыççăн Иван Николаевич Каринкин ĕçлет. Ăна Аслă Таяпана куçарнă хыççăн, Тăвай районĕн çынни Сергей Ефремович Ефремов килет. 1957- мĕш çултанпа колхоз председателĕ пулса Николай Деомидович Иванов 2 çул ĕçлет.
Иван Константинович Иванов строительство бригадирне вĕренсе килет. Вăл ертсе пынипе ферма витисем туса лартаççĕ.
1966- мĕш çулта Владимир Петрова ял Совет председателĕнчен «Восток» колхоз председательне куçараççĕ. Вăл хуçалăха Чкалов ячĕпе хисепленекен колхоза йĕркеличченех ертсе пырать.
Пĕчĕк ялсенчи хуçалăхсене пĕрлештернĕ хыççăн ял çамрăкĕсен пурнăçĕ йывăрланса пынă. Ēç вырăнĕсем чакни вĕсене ялтан тухса кайма хистенĕ. Республикăри промышленность аталанса пынă май, ялсенчи çамрăксене предприятисене ĕçе илме хавхалантарса пынă. Малтанлăха колхозниксен шухăшне шута илмен, çÿлтен хушнине пурнăçланă.
Районтан паракан нарядсене пурнăçламалла пулнă. Хĕлле арçынсем вăрман касма кайнă. Çулла Елчĕк -Маяк çулне тунă çĕре хутшăнса ĕçленĕ.