МАУК "ЦБС Яльчикского района"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Чувашские писатели-юбиляры 2015 года

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yalcbs.ru/

ЯНВАРЬ

Василий Краснов-Асли

Василий Иванович Краснов-Асли 1900 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Тутарстанри Пăва районĕнчи Кипеккасси ялĕнче çуралнă. Вун виççĕре чухнех Донбаса тухса кайнă, кăмрăк кăларнă çĕрте ĕçленĕ. Революции ĕçне хутшăннăшăн арестлесе сакăр уйăх тĕрмере тытнă. Октябрьти революции хыççăн кăна тĕрмерен тухнă. Ун хыççăн Хĕрлĕ гвардие çырăннă. Дон çинчи Ростов патĕнчи пĕр çапăçура йывăр аманнă, сывалма тăван çĕршывне таврăннă. Сывалсан каллех Хĕрлĕ Çара таврăннă, Хусана шурă чехсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Перекоп патĕнчи çапăçура каллех аманнă.

1921-1923 çулсенчеВЧК-ОГПУ органĕсенче ĕçленĕ. Унтан партии ĕçне куçнă, Йĕпреçпе Çĕрпÿ уезд комитечĕсен секретарĕ пулнă. Партии Чăваш обкомĕн агитаципе пропаганда пайне ертсе пынă.

1929 çулта пĕр хушă Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1931-1936 çулсенче Мускавра Хĕрлĕ профессура институтĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Чăваш патшалăх издательствин тĕп редакторĕнче вăй хунă. 1937 çулта ăна репрессиленĕ. 1956 çулта тӳрре кăларнă. Ирĕке тухсан литература ĕçĕпе кăна пурăннă.

Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна Ленин орденĕпе (1967), РСФСР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотипе (1960) наградăланă, «Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă (1975), унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп Кĕнекине çырса хунă (1970). Çыравçă 1978 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче вилнĕ.

В.Краснов-Асли 1934 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Паллăрах кĕнекисем: «Шуррисемпе çапăçни»(1929), «ТАвалла» (роман, 1931, 1978), «Вутра» (роман, 1932, 1975), «Сÿнми хĕвел» (роман, 1965); вырăсла – «В огне» (1934, 1963).

 Петр Егорович Митта

Митта Петĕрĕ (Петр Егорович Митта) Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче (халĕ Первомайски) 1910 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче çуралнă. 1926 çулта ялти шкула пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Анчах ăна пĕтерме май килмен, ял çыннисем ăна колхоза ертсе пыма суйланă. 1931-1932 çулсенче Патăрьел район хаçачĕн яваплă секретарĕсенче ĕçленĕ. 1932-1934 çулсенче çĕршывăн чикĕ хуралĕнче тăнă. Çартан таврăнса «Канаш» хаçат редакцийĕнче вăй хунă, каярахпа Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1941 çулта ăна пĕр айăпсăрах репрессиленĕ. Унăн пурнăçĕ 1942 çулта тĕрмере татăлнă. 1955 çулта реабилитациленĕ.

Митта Петĕрĕ 1939 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Паллăрах кĕнекисем: «Ял калаçать»(1933), «Асран кайми кунсем»(1936), «Вĕçевçĕ Уçăп»(1940), «Суйласа илнисем»(1959).

Петр Осипов

Петр Николаевич Осипов 1900 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Кутемер ялĕнче çуралнă. Унăн пултарулăх çулĕ Хусанта пуçланнă. Кунта вăл гимназире тата музыка училищинче вĕреннĕ. Кунтах Хусанти чăваш театрне пуçарса яракансенчен пĕри пулнă. 1918 çулта Хусанти университетăн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах унăн граждан вăрçине хутшăнма тивнĕ. Фронтра вăл «Чухăнсен сасси» хаçат редакцийĕнче вăй хунă, часах ăна театра ĕçлеме чĕнсе илнĕ. 1920 çулта вăл университета таврăнать. Вĕренсе тухсан Шупашкара куçса килет те врач пулса ĕçлеме тытăнать. Çынсене сыватнипе пĕр вăхăтрах 1927-1930 çулсенче театрăн тĕп режиссерĕнче, 1931-1934 çулсенче музыка училищин преподавателĕнче ĕçлет.

Литература ĕçĕнче утмăл çул ытла тăрăшнă Петр Николаевич, çирĕм ытла пьеса, опера либреттисем, музыка комедийĕсем çырнă.

Медицина учрежденийĕсенче ĕçленĕ çулсенче вăл хĕрĕх ытла наука ĕçĕ çырса пичетленĕ. Вăрçă хыççăн темиçе çул хушши республика сывлăха сыхлас министрĕ пулнă. Ăна «РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ» (1945), «Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ», «Чăваш АССР халăх писателĕ» хисеплĕ ятсем панă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен туслăхĕ, «Хисеп Палли» орденсемпе наградăланă. Унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп Кĕнекине çырса хунă» (1970). Писатель 1987 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче вилнĕ.

О.Осипов 1934 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Паллăрах кĕнекисем: «Кушар» (драма, 1927), «Айтар» (драма, 1937), «Эльгей таврашĕ» (роман-эпопея, 1973), «Пиччĕшĕпе шăллĕ» (2-мĕш кĕнеке, 1977), «Павел Эльгеев» (3-мĕш кĕнеке, 1984).

 

ФЕВРАЛЬ

Василий Эктел

Василий Эктел (Василий Петрович Сидоров) 1950 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институчĕн илемлĕхпе ÿкерÿ факультетне, Мускаври А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтне пĕтернĕ. Чылай вăхăт Узбекстанта ачасене вĕрентнĕ. Çар службинчен таврăннă хыççăн Елчĕк район архитекторĕ, унтан Чăваш телестудийĕн коореспонденчĕ, «Ялав» тата «Пике» журналсен илемлĕх редакторĕ пулнă. Чăваш çыравçисен «Калем» фондне тата издательствине ертсе пынă.

Василий Эктел пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ, вăл нумай жанрсенче палăрнă: хĕрÿллĕ публицист, литература тата ÿнер тĕпчевçи, проза ăсти, сăвăç.

В.Эктел 1988 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Паллăрах кĕнекисем: «Тĕлĕнтермĕшсем» (1982), «Иртнĕ кун çути» (1984), «Çĕре тăнлатăп» (1990), «Чи хитри» (1991), «Шавкăн» (1994), «Лили» (1996), «Юлашки хĕрлĕ çулçă ташши» (1998), «Сăвăр çырми» (1999), «Пархатар» (2000), «Тăван шкултан инçе çула» (2000), «Пĕчĕк тĕнче те аслă» (2002); вырăсла – «Грачиный город» (2000).

 

МАРТ

Алексей Афанасьевич Кокель

Алексей Афанасьевич Кокель (01.03.1880-04.02.1956).Чăваш ӳнерçи тата вĕрентекенĕ Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Вăл Октябрь революцийĕччен аслă пĕлӳ илнĕ пĕрремĕш чăваш ӳнерçи. Патăрьел районĕнчи Турханта чухăн хресчен çемйинче 1880 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче çуралнăскерĕн хушамачĕ ашшĕ ячĕпе Афанасьев пулнă. Кокель вара «кукăль» сăмахран тухнă теççĕ. Питĕрте художество академийĕнче вĕреннĕ чухне хăйĕн ĕçĕсене час-часах Афанасьев тесе алă пуснă.

Ӳкерме Алексей пĕчĕкренех юратнă. Хут-кăранташ пулманран хăй тĕллĕн тунă кăмрăкпа, тĕслĕ чулсемпе, пурăпа ӳкернĕ. Çичĕ çула çитсен шкула çӳреме пуçланă, пĕрмаях ӳкернĕ. Унăн ӳкерчĕкĕсене ял çыннисем укçа парса туянни те пулнă. Тата вăл турăшсем ӳкернĕ. Вĕсене вырăнти чиркӳре иконопиç мастерскойĕнче тунă турăшсемпе пĕрлех çветит тунă. Заказсем вара уйрăмах чиркӳ праçникĕсем умĕн нумай пулнă.

Кокель Академи çумĕнчи Нормальнăй ӳкерчĕксен шкулне вĕренме кĕрет. 1904 çулта Художество академийĕн живопись факультетне хăй ирĕкĕпе вĕренме кĕрет. 1906-1907 çулсенче вăл И.Е.Репин мастерскойĕнче ăсталăхне тупать.

Академире ăнăçлă вĕренсе тухнипе пĕрлех аслă художество педагогика курсне пĕтерет. 1915 çултанпа Харьковри художествоучилищинче вĕрентме пуçлать. 1922 çулта Кокеле профессор ятне параççĕ. Çамрăксене вĕрентес ĕçре 40 çул ытла тăрăшнă вăл.

Кокель çинчен «Правда» хаçат, «Пирĕн çитĕнӳсем» ятлă журнал ырласа çврнă. Унăн ĕçĕсене ытти ӳнерçĕсем пысăк хак панă.

 Иван Иванович Христофоров

Иван Иванович Христофоров 1935 çулхи пуш уйăхĕн 22- мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă. Мария Ивановнăпа Иван Александрович Христофоровсен çемйинче виççĕмĕш ача пулса çĕр çине килнĕ. Ашшĕ таврари ăста платник, столяр пулнă. Шел те, ашшĕ вăрçă суранĕсене, чире пула çут тĕнчерен ир уйрăлнă. Пулас юрăç Иван çитĕннĕ. Çарта вăл авиации полкне лекет. Малтанах тĕрлĕ техникăпа туслашнăскер шофер правине илет. Чăваш каччи малтан бензовозпа самолетсем вали сĕрмелли-çунтармалли япаласем, каярахпа çăмăл автомашинăпа полк командирне турттарать. Салтак тумне хывма вăхăт çитсен, Мариупольри музыка училищине вĕренме кĕрет.икĕ çул сисĕнмесĕр иртет. Виççĕмĕш курс пуçланать. Шупашкар хулинчен салтак çулĕсенче те çыру çӳретнĕ Лева Шарапов художник Иван патне телеграмма ярать. Унта вăл Чăваш Енре юрăпа ташă ансамблĕ йĕркелеме палăртнине пĕлтерет. Çапла вара Иван Чăваш патшалăх филармонине килет. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, «Çавал» ансамбльте, Чăваш радиопа телевидении хорĕнче нумай çул вăй хунă. Купăс, баян, гитара, балалайка калама пĕлет юрăç. Пĕтĕм Раççей тăрăх концертсемпе çӳренĕ.

Иван Христофоров халăх умнее сахал маар юрă кăларать: «Кăвак чечексе», «Ирхине» /сăвви А.Галкинăн, кĕвви Ю.Кудаковăн/, «Шăнкрав курăкĕ» /сăвви В.Пехилĕн, кĕвви П.Прауловăн/, «Савниçĕм, сан пĕлесчĕ» /сăвви Ю.Мишшин, кĕвви Ю.Кудаковăн/ тата ытти те.

 Петр Григорьевич Маркин

Маркин Петр Григорьев (30.03.1930) – писатель, журналист. Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. П.Осипов ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ. «На берегах Малейки», «Степушкино поле» повĕçĕсемпе илемлĕ видеофильмсем ӳкернĕ, вĕсем Мускавра иртнĕ Халăхсен хушшинчи ачасен тата çамрăксен программисен фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă. Петр Григорьев ячĕпе тепĕр чĕрĕ палăк та пур… Çут çанталăк темипе ăста çыракансене, экологи проблемисене çивĕч тăратакансене Маркин ятпа преми параççĕ.

Маркин П.Г. чĕмпĕр облаçĕнчи Сĕнкел районĕнчи Елаур ялĕнче кун çути курнă. Çемьере 9 ача пулнă. Петр Григорьевич тăван тавралăх, уйрăмах вăрман çинчен, хăйĕн шухăш-кăмăлне, чун ыратăвне пĕлтерсе публицистика тата хайлавсенчи тĕп сăнарсем урлă пурте илтмелле чан çапать. Çут çанталăка упрасси, ăна пулас ăрусем валли сыхласа хăварасси унăн шăпин тĕп шăнăрĕ пулса тăнă тесен те юрать. Паянхи кун халăх патне нумай кĕнеке çитернĕ. Нумай çул тĕрлĕ хулара тĕрлĕ. Хаçатра, Чăваш телекуравĕнче вăй хунă. Çут çанталăк темипе чылай статья çырнă, телекăларăм хатĕрленĕ.

 

АПРЕЛЬ

 Леонид Яковлевич Агаков

Леонид Яковлевич Агаков Етĕрне районĕнчи Çуткасси ялĕнче 1910 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Етĕрнери педагогика техникумĕнче, Мускаври А.В.Луначарский ячĕллĕ театр искусствин институтĕнче вĕреннĕ. «Канаш» хаçат редакцийĕнче, «Хатĕр пул» журналăн яваплă секретарĕнче, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче ĕçленĕ, Шупашкарти театр техникумĕнче вĕрентнĕ, республика Совнаркомĕ çумĕнчи искусство ĕçĕсен управленийĕн инспекторĕ пулнă.

1939-1940 çулсенче Совет Союзĕпе Финлянди хушшинчи вăрçа, унтан Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă.

Çартан таврăнсан Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕнче, Чăваш Писателĕсен союзĕн правленийĕн председателĕнче, «Тăван Атăл» альманах редакторĕнче ĕçленĕ.

Л.Агаков очерксем, критикăлла статьясем, калавсем, повеçсем, романсем, пьесăсем çырнă. Литературăри çитĕнӱсемшĕн вăл Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премии илме тивĕçлĕ пулнă (1967), ăна «Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ» (1968) тата «Чăваш АССР халăх писателĕ» (1974) хисеплĕ ятсем панă. Фронтри паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, мирлĕ пурнăçри пултарулăхшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ илнĕ. Писатель 1977 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ.

Л.Агаков 1939 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Паллăрах кĕнекисем: «Вĕтлĕхри отряд» (1931), «Пĕрре, çуркунне…» (1940), «Тăван юншăн» (1943), «Ылтăн вăчăра» (1948), «Юманлăхра çапла пулнă» (1964), «Шанчăк» (1971), «Бруствер çинчи чечексем» (1972), «Вăрçă кĕрленĕ чух» (1973), «Чи хакли» (1974), «Вырăс каччи» (1980); вырăсла – «Однажды весной» (1950), «Золотая цепочка» (1956). 

Петр Варфоломеевич Петров

Петр Варфоломеевич Петров 1950 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1956 çулта вĕсен çемйи Семипалатинск хулине куçса каять. Вăл унти 20-мĕш вăтам шкулта (1957 – 1967), каярахпа (1967 – 1972) И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнче вĕренет. Дагестанри Избербаш хулинчи педучилищĕре (1972 – 1973), Тува АССРĕнчи Кызыл хулинчи шкул-интернатра сăрă ĕçĕпе черчении учителĕнче, пединститутри ÿнер кафедрин лаборантĕнче (1975 – 1976), Шупашкарти приборсем тăвака заводра ÿнерçĕ – оформительте (1976 – 1977), РСФСР ÿнер фончĕн чăваш уйрăмĕнче ÿнерçĕре (1977 çултан), тĕп хулари ачасен 2-мĕш ÿнер шкулĕн преподавателĕнче (1984 çултан ) ĕçлет. 1973 – 1974 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăрать.

П.Петров СССР ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ (1977). Ăна Францири Салон кĕмĕл медалĕпе (1978), КПСС обкомĕпе ЧАССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамотипе (1981) наградăланă.

Куравсем: Республикăра 1972 çултанпа; Атăл тăрăхĕнчи çамрăк ÿнерçĕсен 1-мĕш зонинчи курав, 1972; «Раççей çамрăклăхĕ» тата «Çĕршыв çамрăклăхĕ», М., 1976; «Аслă Октябре – 60 çул», М., 1977; «Совет çĕр-шывĕн çамрăк гвардийĕ», М., 1978; «Аслă Атăл», Хусан, 1979, 1991; Пĕтĕм Союзри çамрăк ÿнерçĕсен ĕçĕсем, 1980; «Раççей ÿнерçисем», Брно, 1982; «Кĕрхи салон», Париж, 1984; Пĕтĕм Раççейри курав, М., 1991, 1992. 

Николай Терентьевич Терентьев

Николай Терентьевич Терентьев 1925 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнче Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче вăтам хресчен килйышĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ ялта пĕрлешÿллĕ хуçалăха йĕркелесе яракансенчен пĕри пулнă, ялти шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн Николай 1938-1941 çулсенче Чурачăкри шкулта вĕренет. Драма кружокĕн ĕçне хастаррăн хутшăнать. Вăрçă пуçланнă çул колхоз счетовочĕ пулнă, пуçламăш шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1942-1947 çç. Мускаври театр институтĕнче пĕлÿ илнĕ, ун хыççăн Чăваш академии театрĕнче ĕçленĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен тата ун çумĕнчи аспирантурăран вĕренсе тухнă, Мускаври литература аслă курсне пĕтернĕ.

Драматург ĕçне Н.Терентьев 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннă. Хăйĕн пьесисенче вăл чăваш халăх пурнăçне нумай енчен анлăн та тарăн сăнлать. Унăн драмисемпе комедийĕсем çивĕч ĕç-пулăмĕпе, психологилле тарăн сăнарсемпе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсене ытти чĕлхепе те выляççĕ. Н.Т.Терентьев – РСФСРăн К.Станиславский тата Чăваш патшалăх К.Иванов ячĕпе хисепленекен премисен лауреачĕ. Драматургири пархатарлă ĕçĕсемшĕн ăна чăваш халăх писателĕ ят панă.

Паллăрах пьесисем: «Сирень аллейи» (1951), «Ĕлĕкрен туслисем»(1954), «Йăнăш утăм» (1955), «Архип Кузьмич» (1956), «Арканнă юрату» (1956), «Куккук çаплах авăтать» (1960), «Ĕмĕтсем… ĕмĕтсем» (1962), «Хĕвел тухнă чух» (1964), «Çил çинчи çеçпел» (1965), «Атăл куçĕ» (1980), «Савни» (1966), «Пурăнасчĕ çынсем пек» (1972), «Кайри мала, хуркайăксем» (1970), «Çылăх» (1978), «Чĕре çуннăран» (1982), «Хĕрпе салтак» (1984) тата ытти те.

 

Август

Степан Митрофанович Лашман

Степан Митрофанович Лашман (06.08.1895-28.11.1986) – çыравçă, драматург, куçаруçă, публицист. Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисене хутшăннă. Шăмăршă тăрăхĕнчи Патирек ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Чĕмпĕрти кĕпĕрнинчи çутĕç пайĕн чăваш уйрăмĕнче инструкторта ĕçленĕ, «Çĕнĕ пурнăç» хаçатăн редакторĕ, «Канаш» хаçатăн секретарĕ, ТАСС корреспонденчĕ пулнă, «Сунтал», «Капкăн» журналсен ĕçне йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă, Чăваш радионе пуçарса ярас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă, «Тăван Атăл» альманах журналăн яваплă секретарĕнче вăй хунă. 1937 çулта сăлтавсăрах айăпланнă. Тĕп кĕнекисем: «Патирек çутисем», «Тамаша2, «Татăклă çапăçу», «Кăвак хуппи», «Ахăрсамана», «Хура çăхансем» т.ыт.те.

 Асклиада Андреевна Соколова

Асклиада Андреевна Соколова (26.08.1930) – проза куçаруçи, СССР писательсен союзĕн членĕ. Шупашкар районĕнчи Ольтикассинче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Шкулта вĕрентнĕ, «Çамрăк коммунист» хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. А.Н.Кутуйăн «Ярса паман çырусем», Г.А.Скребицкин «Шурă кайăк утравĕ», Р.И.Фраерманăн «Динга йытă е пĕрремĕш юрату çинчен», М.ТвенАн «Гекльберри Финн тем те пĕр курса çÿрени» кĕнекисене куçарса кăларнă.

 Александр Моисеевич Ильин

Александр Моисеевич Ильин (16.08.1945) – çыравçă, хайлавĕсене ытларах ачасене халаллать. Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Чурачăкра çуралнă. Чăваш ялхуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Инженер-контролерта, аслă инженерта, директорта ĕçленĕ. Республикăри хаçат-журналта пичетленет. Тĕп кĕнекисем: «Çумăр ташши», «Вăрманти тĕлпулу», «Çаран çинче», «Тупа» т.ыт.те.

 Петр Яковлевич Яккусен

Петр Яковлевич Яккусен (26.08.1950) – поэт, филологи наукисен кандидачĕ, доцент. Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă.

И.Н.Ульянов ячĕлле Чăваш патшалăх университетенче вĕреннĕ. Шкулта, Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче, университетра ĕçленĕ. Чăваш чĕлхине чылай тĕпченĕ, тĕн кĕнекисене куçарнă. Тĕп кĕнекисем: « Кумаляк», «Çавра кÿлĕ», «Уй варринче», «Тăм тăвайкки вăййисем», «Юман чĕлхи», «Çĕн уйăх çути», Кĕмĕл кимĕ» т.ыт.те.

 Василий Алексеевич Андреев

Василий Алексеевич Андреев (01.08.1960 – 05.05.2002) – чĕлхеçĕ, тюрколог, филологи наукисен кандидачĕ. Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă. Ленинградри патшалăх университечĕн тухăç факультетĕнче вĕреннĕ, унтах аспирантура пĕтернĕ. 1986 çултан И.Н.Ульянов патшалăх университетĕнче преподаватель, доцент, декан çумми, ректорăн пулăшаканĕ пулнă. 1994-1995 çç. Стамбул университетĕнче вĕрентнĕ. Чăваш чĕлхине тĕпчессине çĕнĕлехсем кĕртнĕ.

  

СЕНТЯБРЬ

Иван Мучи

Иван Мучи (Илларионов Иван Иванович) (29.09.1895-28.04.1946) – писатель-сатирик, актер, чăваш профессиллĕ театрне йĕркелекенĕсенчен пĕри. Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисене хутшăннă. Шупашкар районĕнчи Тойтерек ялĕнче çуралнă. Хусанти чиркÿпе учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ. Культурăра тĕрлĕ енчен тарăн йĕр хăварнă. Литературăпа театр критикĕ те, тĕпчевçи те пулнă. Уйрăмах «Капкăн» журнала лайăх кăларассишĕг тăрăшнă, калавсем, фельетонсем, юптарусем, шÿтсем, памфлетсем, юмахсем çырнă. Тĕп кĕнекисем: «Кулăшла калавсем», «Катка хыçĕнчи этем», «Суйласа илнисем», «Хĕрлĕ кулăш» т.ыт.те.

 Стихван Шавлы

Стихван Шавлы (Шумков Степан Антонович) (15.09.1910-15.02.1976) – чăваш халăх поэчĕ, ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Чулçырма ялĕнче çуралнă. Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. «Сунтал» журналта, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, Чăваш писателĕсен союзĕн литконсультантĕнче ĕçленĕ. Самара «Пăр тапранчĕ» литература альманахĕнче пичетленме пуçланă. Тĕп кĕнекисем: «Малтанхи аслати», «Поэт сасси», «Аслати кĕрлесен», «Кун-çул сунталĕ умĕнче», «Сăвăсемпе поэмăсем», «Суйласа илнисем», «Çиçĕм çиçет», «Пÿрнепе тĕллесе» т.ыт.те.

 Валем Ахун

Валем Ахун (Максимов Валентин Осипович) (02.09.1930-24.06.2007) – сăвăç, куçаруçă, фольклорист, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премии лауреачĕ. Тутарстанри Пăва районĕнчи Кипеккасси ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Тĕрлĕ хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче аслă редакторта ĕçленĕ. Тĕп кĕнекисем: «Çула тухатăп эп ирех…», «Урхамахăм чĕнет инçете», «Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçĕм», «Хăтлă çурт», «Хÿкле кĕвви», «Шурă акăш» т.ыт.те.

Афалек Энтепе

Афалек Энтепе (Андреев Олег Федорович) (23.09.1950) – писатель. Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тата Горький хулинчи партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1974-1975 çулсенче учительте ĕçленĕ, Совет Çарĕнче службăра тăнă хыççăн Елчĕк районĕнче комсомол тата партии райкомĕсенче вăй хунă, тăван ялĕнче шкул директорĕ пулнă.

1980 çулта ăна Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă. Афалек Энтепе 1994 çултанпа Раççей Федерацийĕн писательсен соэзĕн членĕ, «Çулшырав» (1988), «Хутăш вăрман» (1989), «Киле таврăнни» (1991) кĕнекесен авторĕ.  

 

ОКТЯБРЬ

Иван Вутлан

Иван Вутлан (Иван Дмитриевич Тимофеев) Пермь облаçĕнчи Мăн Уса ялĕнче 1940 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Чăваш Республикинчи Çĕрпӱ районĕнчи Вăрманкас Пайкилт ялĕнче иртнĕ. Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетĕнче вĕреннĕ. 1962 çулта ăна Совет Çарне илнĕ. Хăйĕн интернациллĕ тивĕçне çав вăхăтри чи хĕрӱ вырăнсенче, Çывăх Хĕвел тухăçĕнчи çĕршывсенче, пурнăçланă. Ăна «Çарти хастарлăхшăн», «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальсемпе наградăланă. 10 çул хĕсметре тăнă хыççăн Шупашкара таврăннă. Учительте, шкул директорĕнче, республика правительствинчи тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. 1987 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствине ертсе пырать.

Литературăри çитĕнӱсемшĕн И.Вутлана «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă (1992).

Иван Вутлан 1987 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн, халĕ Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Асамат кĕперĕ» (1982), «Çул – пĕрре» (1987), «Ытла та вăртăн юрату» (2000;2002); вырăсла – «На берегу чужом» (1990).

Ашмарин Николай Иванович

Ашмарин Николай Иванович -  паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ, 17-пайлӑ чи пысӑк Чăваш сăмахĕсен кĕнекине ҫырса хатӗрлекенӗ. СССР Ăслăлăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ (1929).

1870 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне  хулинче çуралнă. Ачалăхĕ Кăрмăшра иртнĕ. Кăрмăшри (халĕ Чулхула облаçĕ) хула училищине (1894) тата Мускаври Лазаревсен институтне вĕренсе пĕтернĕ. Хусанти вĕрентевçĕсен семинарийĕн наставникĕ (1899-1919), Çурçĕр-тухăç археологи-этнографи институчĕн профессорĕ, Чăвашсен Чĕмпĕрти çутĕç институчĕн вĕрентӳçи (1920-1923).

1923-1926 çулсенче Азербайджан университечĕн хĕвелтухăç факультетĕнче ĕçленĕ. 1925 çултанпа — тюркологи тухтăрĕ. Николай Ашмарин Хусанти Тухăç педагогика институчĕн профессорĕнче ĕçленĕ. 1929 çулта ăна СССР Ăслăлăх академийĕн пайташ-корреспондентне суйланă.

1933 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта çĕре кĕнĕ.

Ăслăлăх ĕçĕсем.

Николай Ашмаринăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, ката (раща) ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе, чăваш йăли-йĕркисемпе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.

Малтанхи икĕ томĕ – 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.

Николай Ашмарин чăваш чĕлхипе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхисенчи евĕрлев сăмахĕсен «Основы чувашской мифологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе тухнă.

Паллă ĕçĕсем: «Болгары и чуваши» (Хусан, 1902), «Материалы для исследования чувашского языка» (Хусан, 1898), «Опыт исследования чувашского синтаксиса» (1 пайĕ. Хусан, 1903; II пайĕ. Хусан, 1923), «Заметки по грамматике чувашского языка» (24 лекци. 1976).

Андрей Петтоки

Андрей Трофимович Петтоки 1905 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче хальхи Муркаш районĕнчи Ахмане ялĕнче çуралнă. Тăван ялти тата Каршлăхри шкулсенче вĕреннĕ. Хусанти совпартшкул хыççăн 1924-1926 çулсенче Тутар АССРĕнчи Чистай кантонĕнче чăваш библиотекин пуçлăхĕн тата политçутлăх председателĕн тивĕçне пурнăçланă. Çартан таврăнсан Ахманери пĕрлешӱллĕ хуçалăхăн пĕрремĕш председателĕ (1929-1931), «Сунтал» журналăн яваплă редакторĕ тата Чăваш çыравçисен союзĕн ертӱçи (1932-1933), Чăваш ăслăлăх библиотекин директорĕ пулнă, Мускаври кинематографии институтĕнче вĕреннĕ.

1937 çултанпа Куйбышев (хальхи самара) хулинче пурăннă. Вăрçа кайиччен облаçри тавра пĕлӱ музейĕнче ĕçленĕ, педагогика институтĕнче пĕлӱ илнĕ.

А.Петтоки чăваш поэзине вирьялла чĕлхе, сасă янăравĕпе илемленекен сăнарлăх илсе килнĕ. Хайлав пуххисем: «Вунă çул» (1936), «Сăвăсемпе поэмăсем» (1964), «Андрей Петтоки» (2005), куçару кĕнекисем: Антал Гидашăн «Кĕрешӱ сăввисем» (1933), Константин Ивановăн «Нарспи» поэми (1937).

1942 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Смоленск облаçĕн Велиж районĕнчи Сĕлище патĕнче пуçне хунă, ăна Беляево ялĕ çумĕнчи тăванла масара пытарнă.

Кузьма Турхан

Кузбма Турхан (Кузьма Сергеевич Сергеев) Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче 1915 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Ача çуртĕнче ӱснĕ. 1934 çулта Канашра педтехникум пĕтернĕ. Ялти шкулта учительте ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Ленинградри В.В.Воровский ячĕллĕ институтра журналистикăна вĕреннĕ. Тепĕр çулах ăна ЧАССР Совнаркомĕ çумĕнчи Радиоинформаци комитетне ĕçлеме куçарнă.

1937-1940 çулсенче çарта пулнă. Финн вăрçине хутшăннă. Тĕрлĕ çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче, Чăвашглавлит пуçлăхĕнче, Писательсен союзĕг консультантĕче ĕçленĕ. 1949 çултанпа писатель ĕçĕпе кăна пурăннă

Литературăри пысăк çитĕнӱсемшĕн ăна «Хисеп Палли» орденпа наградăланă, Чăваш АССРĕн К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Патшалăх премине панă (1976). Аслă Çĕнтерӱ 40 çул тултарнă ятпа Тăван çĕршыв вăрçин II степеньлĕ ордене панă. Писатель 1988 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче вилнĕ.

Алексей Афанасьев

Алексей Андриянович Афанасьев 1925 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тутарстанри Пăвлă районĕнчи Тăмпарлă ялĕнче çуралнă. 1932-1935 çулсенче колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ, вăтам шкул пĕтерсен шкулта удмурт чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă.

1943 çулхи кăрлачра ăна Совет Çарне илнĕ. Вăл Карелие тăшманран ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. III степеньлĕ Мухтав орденĕ, темиçе медаль илме тивĕçлĕ пулнă.

1945 çулхи кĕркунне тăван ялĕнче учительте ĕçлеме тытăннă, ун хыççăн вунă çул районта вырăсла тухса тăракан «Знамя» хаçат редакторĕнче вăй хунă. Пĕкĕлмери учительсен институтне заочно вĕренсе пĕтернĕ.

1940 çулта Алексей Андриянович К.В.Иванов «Нарспи» поэмине удмуртла куçарса Ижевскра тухса тăракан «Молот» журналта пичетленĕ. Ун хыççăнах А.Алган «Шывармань» легенди, П.Осиповăн «Айтар» драми удмуртла кун çути курнă. Вĕсене те Алексей Андриянович куçарнă. Çакăнтан пуçланнă унăн литература çулĕ. Писатель 1985 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Тутарстанри Павлă поселокĕнче вилнĕ.

А.Афанасьев 1949 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Паллăрах кĕнекисем: «Сăвăсем» (1959), «Туслăхпа юрату» (1963), «Заставăри тревога» (1980), «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» (1982).

Мĕтри Юман

Мĕтри Юман (Дмитрий Петрович Петров) 1885 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Тăхăрьял тăрăхĕнчи Пӱркелте (халĕ Тутарстанри Пăва районĕ) çуралнă. 1899-1905 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Кăнна Кушкинче учитель пулса ĕçленĕ. 1913 çлта Мускав университечĕн историпе филологи факультетнефилософи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Çак вăхăтрах юриспруденцие те вĕреннĕ, нимĕç, француз, грек, латин, тĕрĕк чĕлхисене ăса илнĕ, акăлчанла калаçма хăнăхнă. 1905-1907 çулсенчи юхăмне хутшăннă, Граждан вăрçинче пулнă. Социал-революционерсен (эсерсен) партине çырăннă. Пăвапа Теччĕ тăрăхĕнче çĕрпе ирĕклĕхшĕн кĕрешме чĕнсе çӱренĕ, хресченсен пĕрлешĕвне йĕркелеме тытăннă. Çав вăхăтра Хусанти «Хыпар», «Волжский листок», Чĕмпĕрти «Симбирские вести» хаçатсемпе çыхăну тытнă. Чăваш автономии облаçĕн статистика бюровĕнче, Мускаври Промышленность банкĕнче ĕçленĕ.

Чăваш драматургийĕнче М.Юманăн «Укăлча кассии» драмăланă повеçĕ хăйне евĕрлĕ вырăн йышăнса тăрать: тĕпчевçĕсем ăна тĕрлĕрен хакланă. Хайлав 1927 çулта Шупашкарта уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнă. Сцена çинче ăна кĕскете-кĕскете лартнă. 1994 çклта драмăна вырăсла куçарнă. Унпа усă курса И.С.Максимов-Кошкинский «Атăл çинчи тăвăл» («Вихрь на Волге») илемлĕ фильм ӱкернĕ.

Чăваш журналистикипе литературин, историйĕпе культурин, статистикипе экономикин вĕрентĕвĕн малтанхи утăмĕсем Юман Мĕтри ячĕпе тачă çыхăнса тăраççĕ. 1936 çултанпа СССР Писательсен союзĕг членĕ пулнă.

Çыравçă 1939 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Çĕпĕрте вилнĕ.

 

НОЯБРЬ

Василий Самойлов

Василий Алексеевич Самойлов (Эверккел Ваçи) 1940 çулта чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Похвиçнĕрайонĕнчи Вăтам Эверккел ялĕнче çуралнă. Выборг хулинчи тинĕс училищинче вĕреннĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Çурçĕр флотĕнчи карапсем çинче, ялти клубра тата Куйбышев (Самар) облаçĕнчи хаçатсенче ĕçленĕ. 1966 çулта Чăваш республикине куçса килнĕ. Красноармейски районĕнчи «Ял пурнăçĕ» хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче, «Пионер сасси» хаçатра тата «Хатĕр пул» журналта вăй хунă. 1979 çултанпа писательсен союзĕнче тăрать. Сăвăсемсĕр пуçне калавсем чылай çырнă, вырăсларан куçарнă.

В. Самойлов «Хамăр хушăра» (1980), «Кану кĕнеки» (1982), «Каламалли пурччĕ» (1982) т.ыт. кĕнекесен авторĕ.

 Георгий Тал-Мăрса

Георгий Васильевич Зайцев (Тал-Мăрса) 1895 çулхи чÿк уйăхĕн 14(27)-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Тутарстанăн Çĕпрел районĕ) Пасарлă Упи ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтеричченех хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа кайнă (1915), аманса таврăнсан (1916) Шăмăршăри пуçламăш шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1917 çулта Çурçĕр-Хĕвелтухăç халăхĕсен этнографипе археологи институчĕн студенчĕ пулса тăнă, Ф.Павловпа, А.Миллипе, Ç. Элкерпе, Н.Ваçанккапа çывăх туслашнă, И.Максимов-Кошкинскипе пĕрле чăваш театрĕнче артистра тата куçаруçăпа режиссерта ĕçленĕ. 1919 çулта вăл Хусан гарнизонĕнчи Хĕрлĕ Çар чаçĕсенче артистсен труппине йĕркеленĕ.

Г. Тал-Мăрса – Георгий хĕресĕн кавалерĕ. Ку таранччен унăн пĕр кĕнеке тухнă: «Хĕрлĕ çар çыннин юрри». Поэтăн чылай сăвви ку таранччен кун çути курман, пичетленнисенне те çырнă вăхăтне улăштарса кăтартнă. Ку вăл çыравçа «çĕнĕ самана юрăçи» тăвас тĕллевпе çыхăннăю

1921 çулхи раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ачинск хулинче (Красноярск крайĕ) тиф чирĕпе вилнĕ.

 

ДЕКАБРЬ

 Айзман Николай Спиридонович

Николай Спиридонович Айзман 1905 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар районне кĕрекен Вомпукасси (Алькеш) ялĕнче çуралнă. 1926 çулта Шупашкарти музыка шкулне вĕренме кĕнĕ, тепĕр çултан Чăваш патшалăх театрĕ çумĕнче уçăлнă драма студине куçнă. Çавăнтанпа унăн пĕтĕм пурнăçĕпе пултаруллăхĕ чăваш театрĕн искусствипе тачă çыхăннă. Чăваш академии драма театрĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçленĕ май малтанхи актер, режиссер ассистенчĕ, унтан режиссер пулнă. Çав хушăра çĕр ытла рольте вылянă, вăтăр ытла спетакль лартнă. 1929 çулта театр Айзманăн пирвайхи пьеси тăрăх «Йăмраллă ял» спетакле сцена çине кăларнă (пьеса çав çулах «Сунтал» журналта пичетленнĕ). Хăй пурнăçĕнче Айзман утмăл ытла пьеса çырнă, вĕсенчен чи паллисем: «Шав», «Лиза Короткова», «Алла алă çунă чух», «Иван Новиков», «Кай, кай Ивана», «Мăшăр çулхи туй», «Савни савнине илет», «Хăрушă чир», «Хĕвеллĕ кунсем». «Опера çурални», «Çӱпçипе хупăлчи», «Спирукпа Марук». «Эрешмен картинче» тата ыттисем.

Н.Айзман драматургин пур жанрĕнче те тухăçлă ĕçленĕ: драмăсемпе комедисем, водевильсемпе скетчсем çырнă. Прозăлла хайлавсенчен инсценировкăсем тунă. Сатира жанрне аталантаракансенчен пĕри.

Н.Айзман 1939 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ пулнă. Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ (1940). Драматурги енĕпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕ икĕ хутчен Хисеп хучĕпе чысланă.

Çыравçă 1967 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче вилнĕ.

Аслут Александр Николаевич

Александр Николаевич Николаев (Аслут) 1930 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă. Чурачăкри вăтам шкула тата КПСС Центральнăй комитечĕ çумĕнчи Партин аслă шкулне пĕтернĕ. Совет Çарĕнче службора тăнă. КПСС Чурачăк райкомĕн инструкторĕнче, «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар») хаçат редакцийĕнче, Чăваш АССРĕн Телевиденипе радио комитетĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче ĕçленĕ.

Малтанхи сăввисем район хаçатĕнче тата «Ялав» журналта кун çути курнă. Нумай повеçсемпе калавсен, очерксен авторĕ.

А.Аслута «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. 2014 çулта çĕре кĕнĕ.

Нестерова Зоя Алексеевна

Зоя Алексеевна Нестерова 1925 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче хальхи Красноармейски районĕнчи Анатри Кушар ялĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш республикинчи тата Магадан облаçĕнчи шкулсенче ĕçленĕ.

Малтанхи повеçĕсемпе калавĕсем «Тăван Атăл» тата «Ялав» журналсенче пичетленнĕ. Вĕсенче ытларах вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа уçса панă. «Чее мулкач» (1984), «Ванюш курнă тĕлĕнтермĕшсем» (1987), «Ылтăн пĕрчисем» (1991), «Ют арăма ан чупту» (1998), «Арçынсем те макăраççĕ» (2003), «Тăватă асамçă» (2005), «Кил хуралçи» (2006), «Пурçăн пĕлĕт айĕнче» (2009) кĕнекесен авторĕ.

1991 çултанпа Раççей Федерацийĕн писательсен союзĕнче тăнă. 2013 çулта çĕре кĕнĕ.

 Сениэль Михаил Павлович

Михаил Павлович Егоров (Сениэль) 1940 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Тутар республикинчи Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче çуралнă. Чистай хулинчи медицина училищине, В.И.Ульянов-Ленин ячĕллĕ Хусан университетне, А.М.Горький ячĕллĕ Литература аслă курсĕсене пĕтернĕ.

Ялта медицина фельдшерĕ, комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Çарăмсан районĕнчи райхаçатра тата Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. 1979 çултанпа литература ĕçĕпе пурăнать.

Малтанхи сăввисем Хусанта тухакан «Хĕрлĕ ялав» хаçатра 1956 çулта пичетленнĕ. 1974 çултанпа СССР писателĕсен союзĕнче тăрать. Сăвăсемсĕр пуçне калавсемпе повеçсем çырать, вырăсларан куçарать.

М.Сениэль «Малтанхи юр» (1969), «Шкул вальсĕ», «Каçĕ сенкер, уйăхĕ çутă» (1971), «Çутă шыв хĕрринче» (1976) тата ытти кĕнекесен авторĕ. 2014 çулта çĕре кĕнĕ.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика