МАУК "ЦБС Яльчикского района"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратакансем çутă ĕмĕтлĕ. Чун апачĕсĕр пурăнма май çуках. Вулани савăнтарать, хавхалантарать, нумай п

19 сентября 2020 г.

Хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратакансем çутă ĕмĕтлĕ. Чун апачĕсĕр пурăнма май çуках. Вулани савăнтарать, хавхалантарать, нумай п

Аслă Таяпари ял библиотекинче 14 çул ытла тăрăшать Лена Сапожникова. Вулавăшра 7 пин ытла кĕнеке. Вĕсене стеллажсем çине тирпейлĕн вырнаçтарнă. Районти, республикăри хаçатсемпе те тĕплĕн паллашма майсем çителĕклĕ кунта.

Кăçал библиотека çĕнелсе улшăннă. Пластик чÿречесем лартнă, стенасене çĕнĕ тĕс кĕртнĕ, урайне сарнă, алăка улăштарнă. Ял çыннисем ытларах чăваш писателĕсен кĕнекисене кăмăлласа вулаççĕ. Иванпа Галина Корниловсем, Лена Иванова, Елена Сапожникова, Надежда Синицына, Алина Амаюкова, Любовь Горшкова, Зоя Пугачева, Елизавета Арсентьева библиотекăна такăр çул хывнă. Шуршури Галина Александрова, Вера Скворцова, Лидия Скворцова çĕнĕ произведенисем килессе кĕтсех тăраççĕ. Лена Васильевна вулавăша килекен кашни çыннах ăшшăн кĕтсе илет. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ май истори кĕнекисем уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. «Вăрçă манăн çемьен историйĕнче» кĕтеспе хумханмасăр паллашаймăн.

Сăн ÿкерчĕкре: Лена Сапожникова Антонина Павлова, Надежда Чернова, Валентина Сядукова хаçат-журнал, кĕнеке тусĕсемпе пĕрле.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика