МАУК "ЦБС Яльчикского района"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ВУЛАВĂШ – ЧĂН-ЧĂН АСЛĂ ШКУЛ, УНТА ÇИРĔП ĂС-ТĂН, ВĔÇĔМСĔР МУЛ…

27 мая 2020 г.

ВУЛАВĂШ – ЧĂН-ЧĂН АСЛĂ ШКУЛ, УНТА ÇИРĔП ĂС-ТĂН, ВĔÇĔМСĔР МУЛ…

Библиотека кирек хăçан та халăхăн тавра курăмне тата культурине аталантарас, çитĕнекен ăрăва кĕнеке урлă воспитани парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ пулнă. Кĕнеке çыннăн пĕлĕвне ÿстерет, кăмăл-сипетне пуянлатать. Çак профессире чунтан парăннисем кăна вăй хураяççĕ. Чун валли киленĕç тупни, ыттисене илемлĕх, культура, кĕнеке патне туртăнма пулăшни библиотекаре хавхалантарса тăнă, тăрать те.

Вăхăт малалла шунăçемĕн пурнăç та улшăнать. Хальхи саманара библиотека вулав çурчĕн тивĕçĕсене пурнăçланипе кăна çырлахма пултараймасть. Пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Çапах та вулав культурине ÿстересси, çынсене кĕнекепе туслаштарасси нихăçан та тĕп ĕç пулма пăрахас çук. Çавăнпах культура вучахĕсене аталантарас, пуянлатас, илем кÿрес тĕллевпе Раççей, республика шайĕнче тĕрлĕ проектсем пурнăçланаççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатас енĕпе хушма мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре кăçал курăмлă аталану çул-йĕрĕсем палăртнă. «Культурăна аталантарасси» юхăмпа библиотекăсен пурлăхпа техника никĕсне пуянлатас тĕллеве тĕпе хурса районта чылай ĕç пурнăçланчĕ. Централизациленĕ тĕп библиотекăра тата Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль ял библиотекисенче юсав ĕçĕсем иртрĕç, районти библиотекăсем 23 çĕнĕ компьютерпа пуянланчĕç. Уйрăмах районти тĕп библиотека тĕпрен улшăнчĕ. Юсав ĕçĕсем ирттерме пире республика бюджетĕнчен 1 млн та 627 пин те 659 тенкĕ уйăрнă. Халĕ кунта çĕнĕ чÿречесем лартнă, урайне линолеум тата плиткăсем сарнă, стенасене сăрăпа е обойсемпе çĕнетнĕ, ăшă тытăмне улăштарнă. Çывăх вăхăтра вулавăша çĕнĕ сĕтел-пукан, кĕнеке çÿлĕкĕсем килмелле.

Уйрăмах библиотека фончĕ çĕнĕ паха пĕлтерĕшлĕ кĕнекесемпе пуянланни савăнтарчĕ. Паянхи кун районти библиотекăсен пĕрлештернĕ тытăмĕ 1 млн та 10 пин те 638 тенкĕлĕх 500 яхăн паха изданисемпе çĕнелнĕ. Юсав ĕçĕсем вĕçленсе пынă май тĕп библиотека сăн-сăпачĕ кунран-кун илемленсе пырать. Ăшă та çутă, хăтлă çурта, паллах, кирек кама та кĕрсе тухма кăмăллă.

Çав вăхăтрах библиотекарьсен яваплă ытти ĕç те нумай. Çак шутра çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси, вулакана сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарасси, экологи, тавра пĕлÿ, право пĕлĕвĕсене парасси, тăван тавралăхăн ырă йăли-йĕркисене упрама вĕрентесси тата ытти те. Çак ĕç-хĕле эпир «Манăн тавралăх – Елчĕк ен», «Вула, Елчĕк ен!», «Библиотекăн чикки çук», «Вăрçă. Çĕнтерÿ. Астăвăм» проектпа программăсенче пурнăçлатпăр.

Библиотекăсем Раççей, регион, район шайĕнче иртекен акцисене, конкурссене активлă хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсем пулса палăраççĕ. Сăмахран, республика шайĕнчи «XXI ĕмĕрти библиотека», «Литературăлла Чăваш Ен» конкурссенче яланхи пекех пысăк шайра пулнине çирĕплетрĕмĕр. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви иртнĕ çул республикăри ял тăрăхĕсен муниципаллă культура учрежденийĕсем тата вĕсен ĕçченĕсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра «Ял тăрăхĕсенчи библиотекăн чи лайăх ĕçченĕ» номинацире тĕп библиотекăри инноваципе методика пайĕн заведующийĕ Ольга Архипова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Курнавăш ял библиотекин заведующийĕ Раиса Горшкова кăçал районăн Хисеп хăми çине кĕме пултарчĕ. Вĕсем библиотекăра 35 çул ытла ĕçлесе пуян опыт пухнă.

Çавăн пекех библиотекăсенче «пĕр чÿрече» йĕркипе ял халăхне патшалăх паракан пулăшу ĕçĕсемпе туллин усă курма май парассине тата муниципаллă тĕллевсене туллин пурнăçлассине тĕпе хуратпăр.

Пурнăç улшăнса пынă май самана кустăрми çинчен ÿксе юлас мар тесен хамăрăн та улшăнсах тăмаллине, çĕнĕ ĕç меслечĕсем шырамаллине лайăх ăнланса професси квалификацине ÿстерсех пыратпăр. Хамăрăн пĕлĕве, тавра курăма тĕрлĕ курссенче аталантаратпăр. Иртнĕ çул 24 библиотекарь тĕрлĕ енлĕ вĕренĕве хутшăнчĕ. Кăçал тăваттăн Мускаври, Санкт-Петербургри культура институчĕсем йĕркеленĕ онлайн мелпе ăсталăхне ÿстерчĕç. Ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ Лариса Кудряшова ятарлă удостоверени илчĕ.

«Культура» наци проекчĕ çĕнĕ майсем уçнă май пирĕн малашлăх тĕллевĕсем пĕчĕк мар. Эпир вĕсене пурнăçа кĕртме мĕнпур ăсталăхпа пĕлĕве паратпăр.

Хисеплĕ библиотекарьсем, вулакансем, ĕç ветеранĕсем! Сире Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

С.САЙКИНА,
районти библиотекăсен пĕрлештернĕ тытăмĕн директорĕ.

2019 çулхи сăн ÿкерчĕкре: туслă коллектив.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика