МАУК "ЦБС Яльчикского района"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ВУЛАНИ ШУХĂШЛАВА ŸСТЕРЕТ, ПĔЛĔВЕ АНЛĂЛАТАТЬ

18 июля 2020 г.

ВУЛАНИ ШУХĂШЛАВА ŸСТЕРЕТ, ПĔЛĔВЕ АНЛĂЛАТАТЬ

Кавал ялĕн библиотекине 2007 çултанпа Лидия Капламова ертсе пырать. Вулавăшра 7800 ытла кĕнеке шутланса тăрать. Юлашки çулсенче çамрăксем, информацин çĕнĕ технологийĕсем пурнăçа кĕнĕ май, унта сахалтарах кĕрсе тухаççĕ пулсан та, кĕнеке, хаçат-журнал вулакансем пур-ха ялта. Уйрăмах аслă ăру çыннисем çĕнĕ кĕнекесем килессе кĕтсех тăраççĕ. Елена Евтихеева, Александра Федорова, Луиза Михайлова, Галина Иванова, Галина Изратова, Петр Головин чăваш писателĕсемпе поэчĕсен кĕнекисене юратса вулаççĕ.

Ялти культура çуртĕнче вырнаçнă библиотека илемĕпе, хăтлăхĕпе савăнтарать. Лидия Петровна юсав ĕçĕсенче «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Гурий Федоров нумай пулăшнине пĕлтерет. Сăмах май каласан, хуçалăх ĕçченĕсем библиотекăн çывăх тусĕсем. Вĕсем кĕнеке нумай вулаççĕ, библиотекăра иртекен мероприятисене хаваспах хутшăнаççĕ. Тирпей-илем кĕртнĕ чухне те ялан пĕрле вĕсем. Культура çурчĕн, правлени территорийĕсенчи илем куçа илĕртет. Кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратакансем пуян чун-чĕреллĕ, культурăна мала хураççĕ, ял çыннисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: «Комбайн» ЯХПКри Ирина Иванова бухгалтер, Александр Романов тĕп зоотехник, Антонина Соловьева тĕп бухгалтер, Лидия Капламова библиотекарь çĕнĕ кĕнекесене тишкереççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика