МАУК "ЦБС Яльчикского района"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » УРАМРИ БИБЛИОТЕКА

19 июня 2019 г.

УРАМРИ БИБЛИОТЕКА

Ачасем çулла кĕнеке ытларах вулаччăр, каникула усăллă та интереслĕ ирттерччĕр – çакă тĕп тĕллев пулса тăчĕ Елчĕкри тĕп библиотека ĕçченĕсен «Урамри библиотекăна» уçнă май.

Вăл Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун тата районти тĕп библиотекăн 100 çулхи юбилей кунĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Çавăнтан вара «Урамри библиотекăпа» интересленсе унта «кĕрсе» курмасăр никам та иртсе каймасть тесен те йăнăш пулмĕ. Çак библиотекăран кĕнекесене, хаçат-журнал илсе кайса е çакăнтах сак çине канлĕн вырнаçса ларса вулама пулать. Кунтах шашкăлла, шахматла выляма май пур. Кăсăклă мероприятисем те çакăнтах иртеççĕ.

Библиотекăн ача-пăча уйрăмне кĕнекене вунă кунтан каялла килсе памалла пулсан, кунта кирек хăçан парсан те темех мар. Каялла тавăрмасан та юрать, тус-тантăшăрсене вулама сĕнĕр. Килти кĕнекесемпе хаçат-журнала «Урамри библиотекăна» парнелесен вара мĕн чухлĕ вулакан савăнĕ тата!

Л.КУДРЯШОВА,
ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика