МАУК "ЦБС Яльчикского района"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Новости » Чӑваш тӗррин кунне халалласа йӗркеленӗ вулавӑшри «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ-йӗрӗ» курав

14:04 29 ноября 2021 г.

  Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан  вӑтам шкулти вулавӑшра  «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ-йӗрӗ» курав йӗркеленӗ. Кураври тӗрӗсемпе, унӑн илемӗпе ачасем кунӗпех киленчӗҫ.

    Вулавӑш ертÿҫи Л.Г.Адюкова ачасене чӑваш тӗррин илемлӗхӗпе, асамлӑхӗпе  паллаштарнӑ май, унӑн ӗç мелӗсене алла илме хӑнӑхтарчӗ.   Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав. ... Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур. Чӑваш тӗрри ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑсрах, вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне уҫса парать, халӑхӑн иртнӗ кун-ҫулне сӑнлать.

  Аслӑ Елчӗк ялӗнче пурӑнакан Зинаида Григоьевна Патшина тӗрӗ ӑстипе паллашнӑ хыҫҫӑн ачасем тӗрӗсен илемӗпе  тата та ытларах  кӑсӑкланчӗҫ, хӑйсен те тӗрлеме вӗренес кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ.

     Вулавӑшри «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ-йӗрӗ» курава эсир те ҫак каҫӑпа кӗрсе курма пултаратӑр. https://youtu.be/dsYBu30w68A

МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Большеяльчикское сельское поселение Яльчикского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика